Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Скворцов Юрий Илларионович


Скворцов Юрий Илларионович — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Хурӑнкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1964 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе тухнӑ. Чувашгизра редактор пулса, «Тӑван Атӑл» журналӑн яваплӑ секретарӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш сӑвви 1953 ҫулта «Ялав» журналта пичетленнӗ. Унӑн пултарулӑхӗнче «Уках хурӑнӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», «Ҫын ӑшши» повеҫсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекесем:

Унӑн сӑввисем сине нумай юрӑ хывнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Скворцов Юрий Илларионович

Тулли верси :: Статья каҫми